11156 | Алӑ тӗкӗнмесен алӑ ҫул выртать теҫҫӗ. | Выртан — Ҫӳрен |
11157 | Алӑк урлӑ пӗр ҫул, алӑкран тухсан ҫӗр ҫул. | Выртан — Ҫӳрен |
11158 | Ӑнман ҫынпа ҫул ҫине ан тух, ырӑ улпут пек пуҫна ҫухатӑн. | Выртан — Ҫӳрен |
11159 | Выртакан чул айӗнчен шыв юхса тухмасть. | Выртан — Ҫӳрен |
11160 | Выртан каска мӑкланнӑ, ҫӳрен ҫул якалнӑ. | Выртан — Ҫӳрен |
11161 | Выртан каска мӑкланнӑ, ҫӳренӗ чул якалнӑ тет. | Выртан — Ҫӳрен |
11162 | Выртан каска шыв тортать. | Выртан — Ҫӳрен |
11163 | Выртан ҫӗлен хӳрине ан тапрат. | Выртан — Ҫӳрен |
11164 | Выртнӑ ҫерҫие ан хускат. | Выртан — Ҫӳрен |
11165 | Выртнӑ упана йывӑҫ тӑрринчен пӑхса тӑратаймӑн, йывӑҫ тӗллипе хуллен пырсан тытӑн теҫҫӗ. | Выртан — Ҫӳрен |
11166 | Выртса тӑракан чул айне шыв юхса кӗмес. | Выртан — Ҫӳрен |
11167 | Выртса юличчен утса юл. | Выртан — Ҫӳрен |
11168 | Выртсан-выртсан чул та мӑкланать. | Выртан — Ҫӳрен |
11169 | Выртсан-выртсан ылтӑн та тутӑхать. | Выртан — Ҫӳрен |
11170 | Кам мӑн шыв ҫинче ҫӳремен, вӑл сехре хӑпартман. | Выртан — Ҫӳрен |
11172 | Килте ларакан тӑмана пулнӑ, тухса ҫӳрекен хурчка пулнӑ. | Выртан — Ҫӳрен |
11173 | Кусакан кустӑрма куссах пӗтнӗ. | Выртан — Ҫӳрен |
11174 | Куссан-куссан кустӑрма та такӑнать. | Выртан — Ҫӳрен |
11175 | Нумай ларсан купарча лаптак пулать. | Выртан — Ҫӳрен |
11176 | Нумай ҫӳрекен — нумай пӗлекен. | Выртан — Ҫӳрен |
11177 | Нумай ҫӳрекенрен ан ыйт, нумай пӗлекенрен ыйт. | Выртан — Ҫӳрен |
11178 | Пӳртре ларнӑ — суккӑр пулнӑ, уя тухнӑ — тӗнче курнӑ. | Выртан — Ҫӳрен |
11179 | Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ. | Выртан — Ҫӳрен |
11180 | Ҫула ҫӳрес кӑмӑл пулсан хӑнтан вунӑ хут лайӑхрах юлташ тупса кай. | Выртан — Ҫӳрен |
11181 | Ҫурма ҫулта ан чарӑн. | Выртан — Ҫӳрен |
11182 | Ҫӳрекен ҫӳрме тупнӑ тет. | Выртан — Ҫӳрен |
11183 | Ҫӳрекен ҫын ҫӳрме ҫиет. | Выртан — Ҫӳрен |
11184 | Ҫӳрекен ухмах ларакан ӑслӑран ирттернӗ. | Выртан — Ҫӳрен |
11185 | Ҫӳрекен чул якалнӑ, выртан чул мӑкланнӑ. | Выртан — Ҫӳрен |
11186 | Ҫӳрекене шӑмӑ тупӑнать. | Выртан — Ҫӳрен |
11187 | Ҫӳреме пӗлмен — ҫул пӑснӑ, калаҫма пӗлмен — ят пӑснӑ. | Выртан — Ҫӳрен |
11188 | Ҫӳремен тиллӗн йӗрӗ пулман. | Выртан — Ҫӳрен |
11189 | Ҫӳрен йытӑ шӑмӑ тупнӑ. | Выртан — Ҫӳрен |
11190 | Ҫӳрен каска якалнӑ, выртан каска мӑкланнӑ. | Выртан — Ҫӳрен |
11191 | Ҫӳренӗ чух сыхӑ пул теҫҫӗ. | Выртан — Ҫӳрен |
11192 | Ҫӳренипе ҫул пӗтмест, ҫӳрен ут ҫех ӗшенет. | Выртан — Ҫӳрен |
11193 | Ҫӳресен ҫул уҫӑлать. | Выртан — Ҫӳрен |
11194 | Тытман пуртӑ тутӑхать. | Выртан — Ҫӳрен |
11195 | Тытмасан пин ҫул выртать. | Выртан — Ҫӳрен |
11196 | Урлӑ выртакана тӑрӑх ҫавӑрса хур теҫҫӗ. | Выртан — Ҫӳрен |
11197 | Урлӑ выртакана тӳрӗ хурас ҫук ӗнтӗ. | Выртан — Ҫӳрен |
11198 | Урлӑ выртан урлӑ каҫса каймасть. | Выртан — Ҫӳрен |
11199 | Урлӑ выртана тӑрӑх ҫавӑрмасть. | Выртан — Ҫӳрен |
11200 | Яка ҫӳрекен ятлӑ пулайман. | Выртан — Ҫӳрен |